Ырă тума йывăр мар

Ырă тума йывăр мар

Нумайăшĕ пластик крышкăсене çÿп-çап контейнерĕсене кăна тухса пăрахать.

         «Мĕн усси унтан» теме пăхĕç вĕсем. Анчах ку – йăнăш шухăш. Вĕсем те хевтесĕр чылай ачан пурнăçне çăмăлрах, телейлĕрех тума пулăшма пултараççĕ. Раççейре темиçе çул ĕнтĕ «Добрые крышечки» социаллă-экологи проекчĕ ăнăçлă ĕçлет. Ун йĕркипе çĕршывĕпех пластик крышкăсене пухассипе пиншер çын хутшăнакан акцисем иртеççĕ. Тĕллевĕ – «Волонтеры в помощь детям-сиротам» ыркăмăллăх фончĕ хÿтте илнĕ ачасене пулăшасси.

         Вăрнарти ача-пăча пултарулăх çуртĕнче те виççĕмĕш çул ĕнтĕ контейнер вырнаçтарнă. Проектпа килĕшÿллĕн, унта апат-çимĕç продукчĕсен савăчĕсен пăрса лартăнакан крышкисене пухаççĕ. Вĕсене Шупашкарта ку акцие Чăваш енре ирттерессишĕн яваплă волонтерсем йышăнаççĕ.

         Каламалла, çак иккĕмĕшле чĕртавар тепĕр хут продукци туса кăларма каять. Уншăн тивĕçекен укçа вара ыркăмăллăх фондне куçать. Пулăшу, чăнах та, пĕлтерĕшлĕ: унпа усрав çемьесенче пурăнакан сусăр ачасем валли инвалид креслисем (коляскăсем) е ытти реабилитаци техникине туянаççĕ.

         Акцие кашниннех хăйĕн тÿпине хывма май пур. Сăмахран, шкулта, ача садĕнче, ĕç вырăнĕсенче ку тĕллевпе контейнер лартма пулать. Вăл тулсан Вăрнарти ача-пăча пултарулăх çуртне илсе килмелле. Çакна асра тытмалла: апат-çимĕç продукчĕсен 2 е 02 маркировкăллă пластик крышкисене йышăнаççĕ, вĕсем таса пулмалла.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"