Мускавра – чыславра

Мускавра – чыславра

Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен, ача-пăча пултарулăх çурчĕн «Хаваслă сăрăсем» пĕрлешĕвĕн воспитанникĕ Дмитрий Афанасьев Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ çуначĕсем» конкурсăн çĕнтерÿçиссен йышне кĕнине çырнăччĕ.

Иртнĕ шăматкун пултаруллă каччă ашшĕ-амăшĕпе – Ираида Исааковнапа тата Валерий Павловичпа– пĕрле Мускав облаçĕнчи Монино хула поселенийĕнче вырнаçнă Сывлăш-çар Вăйĕсен Тĕп музейĕнче пулнă чыслава хутшăннă. Диплома, парнене тата музейра курса çÿреме сертификата тивĕçнĕ.

– Мускавра пулни хавхалану кÿчĕ, çĕнĕ çынсемпе паллашрăм, туссем тупрăм, – пĕлтерчĕ арçын ача.

Çĕнтерÿçĕсене Мускав облаçĕн сумлă çыннисем, çамрăк артистсем саламланă. Пĕрле сăн ÿкерĕннĕ хыççăн конкурсантсем тÿпене асăнупа шанчăклăх символне – хутран ăсталанă самолетсене – вĕçтернĕ.

Дима Мускавран килсенех çемйипе пĕрле кукамăшĕ патне вĕçтернĕ.

– Яланах маттур пул, малта пыр, – суннă ăна Çăкаллă Явăшра пурăнакан Нина Прокопьевна Афанасьева.

Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ çуначĕсем» конкурсра 74 регионти çамрăк художниксен 279 ĕçĕ тупăшнă. Çавăн пекех ÿкерчĕксене Францирен, Чехирен, Казахстанран та ярса панă.