Çĕнтерĕве алăран ямарĕç

Аçăмçырми шкулĕнче «Хăрушсăр кустăрма» республика конкурсĕн районти тапхăрĕ иртрĕ.
Çул-йĕр правилисене пĕлессипе, пирвайхи медицина пулăшăвĕ парассипе, велосипедпа фигурăсем туса ярăнассипе, «Автохулара» çÿрессипе тата творчество конкурсĕнче ултă команда тупăшрĕ.
Аçăмçырми шкулĕн команди çĕнтерĕве кăçал та алăран ямарĕ. Район чысне вăл республикăра май уйăхĕн 16–17-мĕшĕсенче хÿтĕлĕ. Çавăн пекех вĕсем пĕлтĕр Чăваш енре çĕнтернĕшĕн Хусанта пулакан Пĕтĕм Раççей финалне хутшăнĕç.
Иккĕмĕш вырăна Кÿстÿмĕр, виççĕмĕшне Вăрнарти 1-мĕш шкулсен командисем тухрĕç.

А.СУИНА,
ача-пăча пултарулăх çурчĕн методисчĕ.